«ХАВАЛ» ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УНИВЕРСИТЕЧӖ
«Хавал» нумай пӗлтерӗшлӗ сӑмах. Пӗр енчен вӑл вӑй, вӑй-хал, ӑнӑҫлӑх тенине пӗлтерет, тепӗр енчен йӑла, йӑла-йӗрке тенине те палӑртать. Ку вара пирӗн кредо кӑна мар, ку пирӗншӗн хӑйне евӗр философи. Вӑл пире хаваслӑ та хастар вӗренмелли хутлӑх йӗркелеме хавхалантарать.

Чӑваш чӗлхи университечӗ
«Хавал» чӑваш чӗлхин ҫуллахи университетне хапӑл тӑватпӑр. Университетӑн тӗп тӗллевӗ — пӗр шухӑшлӑ ҫынсене шыраса тупасси, чӑвашла вӗренесси, чӗлхе хутлӑхне чӑмса, ҫав вӑхӑтрах уҫӑ сывлӑшра ҫавра сӗтел, тренинг, вӗренӳ тата пӗрлехи кану урлӑ чӑваш культурипе, историпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси.
Университет иртес вырӑн
«Сурские Зори» кану бази (Чӑваш Республики, Етӗрне районӗ)
Ҫуллахи университет программи
Йӑлана кӗнӗ программӑра:
  • Чӑвашла вӗренесси (тӗрлӗ шай)
  • Интереслӗ хӑнасемпе тӗл пуласси (чӗлхеҫӗсем, историксем, усламҫӑсем, ӳнерҫӗсем т.ыт.те)
  • Факультетсене хутшӑнасси (куҫару, меслет, социолингвистика, театр, ӳнер, эткер, IT-технологийӗ)
  • Ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх вӗреневӗсем, чӗлхе вӑййисем, концертсем
  • Чӑваш ячӗ илесси (кăмăллакансемшӗн)
  • Юрӑ, ташӑ т.ыт.те вӗренесси
Вӗрентекенсем
  • Кӑмӑлпи (Людмила) Николаева
    Шкул ачисене вĕрентекен (1-7 кл.)
  • Маруҫ (Мария) Александрова
    А0 шай вӗрентекен
  • Шанӑҫпи (Александра) Урукова
    А0 шай вӗрентекен
  • Ирпи (Ирина) Диарова
    А1 шай вӗрентекен
  • Елюк (Елена) Кудрявцева
    А1 + шай вӗрентекен
  • Айтар (Александр) Степанов
    A2 шай вӗрентекен
  • Телейпи (Ираида) Матьянова
    B1 шай вӗрентекен
  • Эдуард Фомин
    B2 шай вӗрентекен
Ача-пӑча программи ертӳҫисем
  • Альтук (Татьяна) Моисеева

    Чӑваш наци музейĕн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи.

  • Уйӑхпи (Вероника) Ерзукова

    "Синергия" ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи тата вӗрентекенӗ.

  • Валентина Белова

    Аслӑ радиоредактор, чӑваш чӗлхине аталантарас

    тӗлӗшпе ӗҫлекен "Аталану" ассоциацийĕн "Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш" ушкӑнӗн ертӳҫи.

  • Ахтепи (Людмила) Батюкова

    Чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен "Аталану" ассоциацийĕн "Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш" ушкӑнӗн хастарӗ.

Факультет ертӳҫисем
  • Куҫару факультечӗ
    Эдуард Фомин
    Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕ, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ нумай словарьпе монографи авторӗ.
  • Меслетлӗх факультечӗ
    Айтар (Александр) Степанов
    Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, Раҫҫей шайĕнче ирттернӗ "Тӑван чӗлхепе литературӑна чи лайăх вӗрентекен".
  • Социолингвистика факультечӗ
    Алпарух (Александр Блинов)
    "Хавал" ушкăн ӗҫлевҫи, пуҫламӑш шкул валли чăваш чĕлхипе хатӗрленӗ кӗнеке авторӗнчен пӗри.
  • Театр факультечӗ
    Владимир Хрущев
    И. С. Тургенева ячӗпе хисепленекен Орел патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗ, Раҫҫейри режиссёрсен гильдийӗн пайташӗ.
  • Ӳнер факультечӗ
    Хӗвел - Чувишенка (Ксения) Кошелева
    Блогер, ӳкерӳҫӗ, иллюстратор.
  • Эткер факультечӗ
    Элтияр (Алексей) Александров
    РАНӑн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи (халӑх сӑмахлӑхӗ), радиотелеертӳҫӗ.
  • IT-факультечӗ
    Аҫтахар (Николай) Плотников
    «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторйӗн» ертӳҫи.
  • IT-факультечӗ
    Александр Антонов
    Чӑваш чӗлхин лабораторине йĕркелекенсенчен пӗри, Яндексӑн программа йĕркелекенсенчен пĕри.
Хутшӑннисен хаклавӗсем
  • Савӑнпи (Софья) Толстова
    Шупашкар
    Маншăн «Хавал» – чăваш тĕнчин пуçламăшĕ. Шăпах та çакăнта эпĕ хамăн тăван чĕлхене вĕренме тытăнтăм, калаçма хăнăхрăм. Шăпах та çакăнта эпĕ хамăн чăвашла ятăма суйласа илтĕм – Савăнпи. Çав вăхăтран пуçласа эпĕ блог ертсе пыратăп. Нумай тĕрлĕ ĕç, кăмăллă паллашусем, кăсăк калаçусем – çакăншăн юратса пăрахрăм та чĕлхе университетне. Иртнĕ çулти самантсене аса илетĕп те тепре тĕл пуласса чăтăмсăррăн кĕтетĕп! Тавах!
  • Ҫутамас (Олег) Долгов
    Чӗмпӗр
    Пĕлтĕр утă уйăхĕнче эпĕ «Хавал» университетĕн ĕçĕ-хĕлне хутшăнтăм. Вăл «Сурские зори» кану хутлăхĕнче иртнĕччĕ.
    Чăвашла вĕренес кăмăла кунта пуçтарăннă çынсем хаваспах йышăнни мана тĕлĕнтерчĕ. Ку вăхăтчен эпĕ чăвашла пăртак кăна пĕлеттĕм. Кунта пурне те хапăл: чăвашла пĕлетĕр-и, пĕлместĕр-и – пур пĕр.
    Вĕренӳ, концерт, çавра сĕтел, чĕлхе вăййи, интереслĕ çынпа тĕл пулни – çине-çине мĕнле те пулин ĕç.
    Тепĕр «Хавал» пухăнасса кĕтмеллипех кĕтетĕп. Эпĕ унта чăвашла ирĕклĕрех калаçма пуçласса шансах тăратăп.
  • Валерий Бульба
    Питӗр хули
    «Хавал» – пирĕн çĕр-шывра тĕл пулакан сайра вырăн. Ку проект чăваш чĕлхине вĕренме кăна мар, унăн культурине те ăша хывма пулăшать. Пĕтĕм ĕç-хĕл çăмăллăн та хавассăн пулса пырать.
    Çавăн пекех кунта кăсăк çынсемпе паллашма та, çĕнĕ тус-юлташ тупма та пулать.
    Чăвашлăха упраса хăварас ĕç-хĕлте «Хавала» хутшăнакансен тӳпи пысăк.
  • Альтук (Татьяна) Моисеева
    Тутарстан
    Маншӑн «Хавал» ҫӗнӗ вырӑн пулчӗ, унта эпӗ чӑвашла калаҫасран хӑрама пӑрахрӑм, хутшӑннӑ ҫынсем тата вӗрентекенсем мана пулӑшрӗҫ. Эпӗ мана хавхалантаракан ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашрӑм.
    Хавалта пулнӑ вӑхӑт питӗ тухӑҫлӑ иртсе кайрӗ: чӗлхе вереневӗсем, тӗрлӗ лекцие, концерте тата вӑййа хаваспа хутшӑнтӑм.
    Хавал хыҫҫӑн вара эпӗ мана ытти ҫын тиркевлӗ каласран хӑрамасӑр чӑвашла ҫӑмӑллӑн калаҫма пуҫларӑм. Ҫыннисем вара эпӗ чӑвашла калаҫнине курса мана хавхалану сӑмахӗсем калама тытӑнчӗҫ.
    Эпӗ вара «Хавал» ушкӑнне тав сӑмахӗ калатӑп, вӗсен ӗҫӗшӗн тата тулли, кӑсӑклӑ программа пулнишӗн.
Ҫыхӑну мелӗсем
+79520229054
cv-haval21@yandex.ru
«Сурские Зори» кану бази,
Етӗрне районӗ, Чӑваш Республики
This site was made on Tilda — a website builder that helps to create a website without any code
Create a website